Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Фронт ҫулӑмӗ витӗр тухнӑ автора «хӗнемелле-ши?»

Эпӗ писатель те мар, критик та мар. Хам фронтовик пулнӑ май Иван Тенюшевӑн «Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ юлчӗҫ» романӗн пӗрремӗш кӗнеки тухсанах ӑна тимлӗн вуланӑччӗ. Калама ҫук килӗшрӗ мана ҫывӑх тусӑн романӗ. Автора ҫыру ҫырса ятӑм: «Вӑрҫӑ уйне тӗрӗс кӑтартнӑ эсир романра. Сӑнарлӑх енчен вӑл М.А.Шолохов романӗсене аса илтерчӗ. Унӑн иккӗмӗш кӗнекине ҫитес вӑхӑтрах ҫырса пӗтерме Турӑ вӑй-хал патӑрччӗ», — тенӗччӗ унта. Пӗлтӗр романӑн икӗ кӗнеки те пӗр томра пичетленсе тухрӗ. Хаваспах вуласа тухрӑм ӑна.
Нумаях пулмасть ман пата роман авторӗ Иван Тенюшев кӗчӗ. Хумханать хӑй, аллинче «Тӑван Атӑл» журналӑн 2009 ҫулхи 6-мӗш номерӗ, хаҫатсенчен касса илнӗ статьясем. «Мана Георгий Федоров профессор «хӗнесе» тӑкрӗ, вуласа тухӑр-ха унӑн «Илемлӗ сӑнарлӑх тымарӗсемпе хунавӗсем: 2008 ҫулхи проза» хайлавне, ман роман ҫинчен хаҫатсенче ҫырнӑ статьясене те пӑхса тухӑр», — терӗ.
Тунмасӑр калатӑп: Г.Максимов, Л.Таллеров, А.Волков, Д.Гордеев, А.Аслут, Р.Чепунов произведенийӗсене эпӗ вуламан. Критик вӗсене те тем енчен те хурлать. И.Я.Тенюшевӑн романӗ пирки профессор ҫырни мана тӗлӗнтерчӗ те, ҫиллентерчӗ те.
Вӑрҫӑ паттӑрӗ, йывӑр аманнӑ Тенюшев хӑйӗн романӗнче ҫар ҫыннишӗн Тӑван ҫӗршыв пӗрре анчах пулнине, салтаксен патриотлӑхне сӑнарласа кӑтартать, ӑнлантарса парать. Эпӗ хам танксемпе кӗрешекен артиллерин 38-мӗш бригадин взвод командирӗ пулнӑ. 2-мӗш Украина, 1 -мӗш Прибалтика фрончӗсенче ҫапӑҫура амансан госпитальсенче сипленнӗ хыҫҫӑн танксемпе кӗрешекен артиллерин 1-мӗш гварди бригадин взвод командирӗ пулса 3-мӗш Беларуҫ фронтӗнче тӑшмансемпе ҫапӑҫнӑ. Наступлени вӑхӑтӗнче тупӑсене туртса, персе, пехотӑпа пӗрлех малалла куҫса пыраттӑмӑрччӗ. Эпӗ, взвод командирӗ, 1944 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче Латвире Курлянди ҫурутравне ирӗке кӑларассишӗн пынӑ наступленире хамӑрӑн икӗ тупӑ хушшинче чупса пыраттӑмччӗ. Фашистсен снарячӗ умри хурӑна тиврӗ те виҫӗ ванчӑкӗ мана лекрӗ: иккӗшӗ сылтӑм пӗҫҫе, виҫҫӗмӗшӗ — сылтӑм хул пуҫҫине. Хырӑм ҫине ӳкрӗм те тепӗр снаряд татӑкӗ хыҫалтан сулахай хул пуҫҫине пырса тиврӗ. Штраф ротин ҫанинструкторӗ пирӗн хыҫрах чупса пынӑ. Вӑл манӑн сурансене ҫыхса ячӗ. Икӗ салтак мана батарея командирӗ вырнаҫнӑ чул ҫурта йӑтса ҫитерчӗ.
15-20 ҫул каялла Чӑваш патшалӑх университетӗнче эпӗ ертсе пынӑ Тӑван ҫӗршыв историйӗн кафедринче Д.М.Макаров доцент ӗҫлетчӗ. Вӑл вӑрҫӑра саперсен взвочӗн командирӗ пулнӑ, тыткӑна лекнӗ, унтан пӗчченех тарса тухнӑ. Ӑна малтан Смерш тӗрӗсленӗ, ун хыҫҫӑн штраф батальонне янӑ. Унта паттӑрла ҫапӑҫнӑшӑн ӑна лейтенант званине тавӑрнӑ, каллех сапер взводне янӑ. Питӗ лайӑх ҫынччӗ, Тӑван ҫӗршыва юрататчӗ. 85 ҫула ҫитсе пирӗнтен уйрӑлчӗ. Д.М.Макаров пек ҫынсене кӑтартать те И.Я.Тенюшев хӑйӗн романӗнче.
Эпӗ хисеплекен Г.И.Федоров профессор хӑйӗн хайлавӗнче И.Я.Тенюшев романне тапӑнать, ӑна илемлӗ литература произведенийӗ вырӑнне йышӑнмасть, автобиографи хайлавӗ тет. Ун шучӗпе, «Тенюшева уйрӑм ҫын психологийӗ кирлех те мар, социаллӑ типсен психологийӗпе ҫырлахать вӑл». Малалла мӗн ҫырни ҫакна татӑклӑн хирӗҫлет: «Геройсем пӗр-пӗрне улталани йӗрленет романра, тӑлӑха юлнӑ персонажсен шӑпи мала ӳкет, вилӗм сӑнарӗ, «халӑх тӑшманӗсен» ӑшӗ-чикки, чухҫӑ-сексотсен сӑнарӗсем. Уйрӑм этем историе шанма пӑрахрӗ, ӑна истори чӳпӗк вырӑнне те картмарӗ».
Критик ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, романист историе пӑсса кӑтартнӑ. «Руслан Львович халӑх историйӗпе кӑсӑкланнӑ-мӗн, уншӑн ӑна кирпӗч шутлама ӑсатнӑ». Г.Федоров романа вуланах пулӗ, анчах Руслан Львович шӑпине пӗлмесӗр юлнӑ. «Тимӗр ҫамкасен» логики те тимӗр пек: «штрафбатсен техника ҫук» — «не положено», ҫапӑҫ ал вӑйӗпе! Санитарсем те ҫук — «не положено». Профессора иккӗлентерекен вырӑнсем татах та пур иккен.
Еплерех хаклать-ха критик Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине? «Советла пурнӑҫӑн тата тепӗр урмӑшӗ тупӑнчӗ эппин — вӑрҫӑ ҫулӗсем пин-пин ҫынна ирӗксӗртен инҫе ҫула ӑсатни, ҫын шӑпине сусӑрлатни». Ай-ай, пӗтӗм совет халӑхӗ Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхне сыхлама харӑссӑн ҫӗкленни, Европӑна фашизм пусмӑрӗнчен ҫӑлса хӑварни «советла пурнӑҫӑн урмӑшӗ» пулать-ши вара?
Ирӗксӗрех ҫакнашкал пӗтӗмлетӳ патне пырса тухатӑн: вӑрҫӑ ҫинчен ҫыраканӗ хӑй фронтовик пулни вӑрҫӑ кунӗсене тӗрӗс сӑнарласа кӑтартма май парать, критике вара тар шӑршине пӗлменни тӗрӗслӗх ӑҫтине тупма чӑрмантаратех.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче совет салтакӗсем ҫӗнтернӗренпе кӗҫех 65 ҫул ҫитет. Ҫулсем иртеҫҫӗ пулин те ҫак вӑрҫӑ пире кӑсӑклантарма пӑрахмасть. Ун ҫинчен И.Я.Тенюшев пек пысӑк калӑппа ҫырса кӑтартни хальлӗхе пирӗн литературӑра сахал-ха. Анлӑ ӗҫӗн тепӗр уйрӑмлӑхӗ пур: романӑн пӗрремӗш кӗнекинче ӑристан пулнисенчен йӗркеленӗ взводӑн фронтри ҫулне-йӗрне ҫутатнӑ. Иккӗмӗшӗнче вара штрафниксен батальонне ҫапӑҫура кӑтартнӑ. Чӑваш хӑлӑх ывӑлӗсем ытти халӑх ҫыннисемпе пӗрле тӑшмана хирӗҫ паттӑрла ҫапӑҫнине сӑнланӑ романист.
Критик хӑй тишкерӗвне кам валли ҫырнӑ-ши? Литература тӗпчевҫи ахаль вулакан ӑнлансах кайман (ара, «Тӑван Атӑл» ӑслӑлӑх кӑларӑмӗ мар-ҫке) сӑмахсене йышлӑ пӗлет: абрис, контур, сексот, драматизмлӑ событисем, синкретикӑллӑ жанр, контрпункт, социаллӑ нравописани, мародерла аркату т.ыт.те, т.ыт.те... Ялти вулакан вӗсене чухласах каймасть ҫав. «Событи» сӑмаха «пулӑм» тесе куҫаратех ӗнтӗ, ыттисене епле куҫарӗ? Литература тӗпчевҫинчен хӑйӗнчен ыйтма тивет пулӗ. Пӗтӗмлетӗвӗсем мӗн тери хӳхӗм: «Проза... Этем шӑпин драмӑлӑхне, трагикомизмне философиллӗн ӑсласа илме хыпӑнать»... Критикӑн «илемлӗ юхӑмсем абрисне те пулин йӗрлемеллех, япалан контурлӑ ӳкерчӗкне, ӗлкине тупмалла...». «Тӗн философийӗпе мифӗсем тата атеизм тавлашнине курчӗ автор...». Ҫакнашкал пӗтӗмлетӳсен пӗлтерӗшне ӑнланма ялти вулакана пӗртте ансат мар. Критик хӑйӗн хайлавне кам валли ҫырнӑ-ши?

Василий Димитриев, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн тава тивӗҫлӗ профессорӗ.
«Хыпар», 2009, юпа, 14, 198№>>


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-11-15 15:33:37 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1353 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем